План урока по теме Зима презентация

Слайд 2

Тĕллевсем: 1. Хамăр тăрăхри тискер чĕр чунсем çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварасси; 2. Ачасен калаçупа

вулав чĕлхине аталантарасси, хĕле сăнлакан паллă ячĕсен йышне ÿстересси; глагол вăхăчĕпе пуплевре тĕрĕс усă курассине çирĕплетесси. 3. Хĕл илемне курма, унăн хăйне евĕрлĕхне туйма, çут çанталăка сăнама хăнăхтарасси.

Тĕллевсем: 1. Хамăр тăрăхри тискер чĕр чунсем çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварасси; 2.

Слайд 3

Çулталăк вăхăчĕсем

Çулталăк вăхăчĕсем

Слайд 4

Хĕлле

Çуркунне

Çулла

Кĕркунне

Раштав
Кăрлач
Нарăс

Пуш
Ака
Çу

Çĕртме
Утă
Çурла

Авăн
Юпа
Чÿк

t=- 12 -15• C

t= +30•C

Хĕлле Çуркунне Çулла Кĕркунне Раштав Кăрлач Нарăс Пуш Ака Çу Çĕртме Утă Çурла

Слайд 5

Хуравне туп:

1. Çĕн çул килет, пĕлетĕп,
Çулталăка вĕçлетĕп.
Манран аслă уйăх çук–
Эп пуçлатăп çĕнĕ çул.
3.

Пичче сивĕ ĕлĕкрен,
Эп ирттерĕп пиччерен.

Нарăс
Раштав
Кăрлач

Хуравне туп: 1. Çĕн çул килет, пĕлетĕп, Çулталăка вĕçлетĕп. Манран аслă уйăх çук–

Слайд 6

Словарь ĕçĕ

тăвайкки – горка
ту – гора, горка, снежная горка
çырма – овраг
сăрт –

холм, горка, возвышенность
вар – овраг
тĕмеске – бугор, бугорок, холмик
кăçатă – валенки
аскăнчăк – озорной

Словарь ĕçĕ тăвайкки – горка ту – гора, горка, снежная горка çырма –

Слайд 7

Хĕлле

Хирсемпе сăртсем шуралчĕç. Юханшыв пăрпа витĕнчĕ. Хĕл
тусем, варсем, çырмасем тăрăх çўрет. Вăл

пысăк çемçе
кăçатăпа урине шăппăн пусать.
Акă хир варринче тĕмеске пур. Аскăнчăк çил унăн çĕлĕкне
вĕçтерсе янă. Йывăç тĕмĕсем хушшипе сăрă мулкач сиккелесе
çўрет. Ку тумпа ăна шурă юр çинче тискер кайăксем тўрех
асăрхаççĕ. Çавăнпа та мулкача Хĕл шурă тум тăхăнтартрĕ. Чее
тилле вара шурă тум кирлĕ мар. Вăл тарăн шăтăкра пурăнать. Хĕл
чее тилĕ валли илемлĕ кĕрĕк хатĕрленĕ.
Хĕл ачасене те савăнăç парнелет. Ачасем урамра юрпа
выляççĕ, юр кĕлетке тăваççĕ. Вĕсем тăвайккинчен çунашкапа,
йĕлтĕрпе, пăр çинче конькипе ярăнаççĕ. Ачасем савăнăçлă.
Аван-çке хĕлле!

Хĕлле Хирсемпе сăртсем шуралчĕç. Юханшыв пăрпа витĕнчĕ. Хĕл тусем, варсем, çырмасем тăрăх çўрет.

Слайд 8

Тупсăмне туп:

Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет.
Шыв çинче кĕмĕл кĕпер.
Çулленех пĕр

мучи килет, шурă кунсем илсе килет.
Тусем çине, хирсем çине сарса хунă шур тÿшек.

Тупсăмне туп: Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет. Шыв çинче кĕмĕл кĕпер.

Слайд 9

Аван-çке хěлле!!!

Тăвайккинчен ярăнма!
Йĕлтĕрпе, конькипе чупма!
Юр кĕлетки çыпăçтарма!
Çĕнĕ Çул кĕтсе илме!
Хĕл Мучипе тĕл пулма!

Аван-çке хěлле!!! Тăвайккинчен ярăнма! Йĕлтĕрпе, конькипе чупма! Юр кĕлетки çыпăçтарма! Çĕнĕ Çул кĕтсе

Имя файла: План-урока-по-теме-Зима.pptx
Количество просмотров: 14
Количество скачиваний: 0